Литературăпа кĕвĕллĕ краеведении сехечĕ «Пурăнах, тăван чĕлхем!» (Новошальтямская сб)

Литературăпа кĕвĕллĕ краеведении сехечĕ «Пурăнах, тăван чĕлхем!» (Новошальтямская сб)

Кам-ха, кам çак халăха пĕлмест:

Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет,

Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,

Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет.

                          (П.Хусанкай.)

 Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Нихăш халăх та тăван халăх чĕлхисĕр пур енлĕн аталанаймасть.

Кашни çул,  ака уйăхĕн 25-мӗшĕнче Чăваш чĕлхин кунне уявлатпăр. Çак чаплă уява И.Я.Яковлев çуралнă кунĕнче палăртма пуçланăранпа кăçал 30 çул çитрĕ, ăна  1992-мĕш  çултанпа анлă паллă тăватпăр. Иван Яковлевич Яковлев ятне Чăваш Енпе Раççейре кăна мар, ют çĕр-шывсенче те асра тытаççĕ.

Пирĕн республикăн тĕп хулинче И.Я.Яковлев палăкĕ пур. Ун ячĕпе музей та уçнă. Чăваш патшалăх педагогика университечĕ И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленет. Шупашкарти аслă урама ун ятне панă. Иван Яковлевич çинчен кĕнекесем çырнă, фильмсем ÿкернĕ.

И.Я.Яковлев чăваш халăхне питĕ юратнă, тăван халăхшăн калама çук нумай ĕç туса хăварнă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем – çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелени, чăваш букварьне кăларни, шкулсем уçса вĕсенче чăваш ачисене вĕрентни, чăваш учителĕсем хатĕрлени. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл хăйĕн «Чăваш халăхне панă халалĕнче»: «Манăн чунăм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ, халь те ак манăн мĕн пур шухăшăм сирĕн çийĕре куçрĕ», - тесе çырса хăварнă.

Республикăра чăваш чĕлхи эрни пырать.

Çавна май Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче, «Çăлтăрчăк» ача сачĕн воспитателĕсемпе садике çÿрекен ачасем, Шелттем ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем, Иван Яковлевича сума суса, ăна асăнса Чăваш чĕлхи кунне уявлама пухăнчĕç. Вăл  «Пурăнах тăван чĕлхем» ятпа литературăпа кĕвĕллĕ сехет мелĕпе  иртрĕ. Уява пухăннисем малтанах И.Я.Яковлевăн ача чухнехи йывăр пурнăçĕ çинчен,  вăл çырнă «Йăлăнтармăш» калава тимлĕн итлерĕç. Пĕчĕк кĕнеке тусĕсене Иван Яковлевăн «Кахалпа юлхав» калавĕ тăрăх лартнă сценка,  уйрăмах килĕшрĕ. Кахалпа Юлхав  рольне Сергейпа Семен Филипповсем   питĕ ăста вылярĕç.

Малалла, аслă тата кĕçĕн ушкăнри ачасем,  чăваш тум-юмне тăхăннăскерсем,  воспитательницăсем Ирина Ивановна, Надежда Геннадьевна  ертсе пынипе, Тăван çĕршыв, Чăваш чĕлхи, юратнă атте-анне çинчен чăвашла юрăсем юрларĕç, хавхаланса сăвăсем каларĕç, асатте-асаннесемех вылянă  хаваслă  ача-пăча вăййисене вылярĕç.

 Чăваш тĕрри, сурпан, хушпу-тухъя çинчен каласа-кăтартса панине  ачасем питĕ кăсăкланса итлерĕç, асамлă тĕрĕ-илеме пĕчĕк аллисемпе тĕкĕнчĕç, илеме курса куçĕсем ялкăшрĕç. «Тантăш» ушкăн чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ, вăйă юррисене кăтартса пачĕ. Уяв вĕçленсе пынă май ертсе пыракан пурне те чĕнсе каларĕ: «Юнпа çеç мар, чунпа та чăваш пулар, аттепе анне чĕлхине хисеплер! Çак çепĕç те илемлĕ чĕлхе кашни кун янратăр!».

 Уяв пурте пĕрле юрласа «Илемлĕ чăваш чĕлхи» юрăпа вĕçленчĕ. Илемлĕ иртрĕ уяв.

Чăваш чĕлхи кунне халалласа  ял библиотекинче «Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» ятпа кĕнеке,   «Чăваш тĕрри – халăх мерченĕ» (тĕрĕ-сурпан,  шÿлкеме тата ытти экспонатсем) ятпа куравсем йĕркеленĕ. Курав  эрнипех пырать. Пурне те килсе паллашма ырă сунса кĕтетпĕр!



21 апреля 2022
15:29
Поделиться