Чӑваш чӗлхи урокӗ «Калаҫатпӑр чӑвашла» (ЦБ)

Пуш уйӑхӗн 22 мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи Эрни шайӗнче тата чӑвашсене ҫутта кӑларакан сумлӑ та чаплӑ педагог Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 174 ҫул ҫитнӗ май район тӗп библиотекинче «Калаҫатпӑр чӑвашла» чӑваш чӗлхи урокӗ иртрӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Шӑхасан вӑтам шкулӗн кӗҫӗн класра вӗренекенӗсем пӗр пӗрин хушшинче сасӑпа чӑваш писателӗсен хайлавӗсене чӑвашла вуларӗҫ.