Литература сехечĕ «Эпир – Яковлев мăнукĕсем» (Новошальтямская сб)

Чăваш чĕлхи кунне халалласа Республикăра Чăваш чĕлхи эрни иртет.
Евгений Анисимов ячĕллĕ Шелттем шкулĕнче 5-9-мĕш классра вĕренекенсемпе «Эпир – Яковлев мăнукĕсем» ятпа литература сехечĕ иртрĕ. Малтанах вĕренекенсене Çĕнĕ Шелттем ял библиотекин ертÿçи Иванова Т.В. Аслă Улăпăмăрăн ачалăхĕпе пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ, Иван Яковлевăн «Çитĕннĕ вăхăт», «Аслă çул çине», «Лаша шырани», «Уçăлма тухнă шăши çури» кĕнекисем тăрăх тишкерÿ ирттерччĕ. Малалла «Иван Яковлевич Яковлевăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ» ятпа викторина иртрĕ. Викторина хуравĕсем тăрăх вĕренекенсем Иван Яковлевăн пурнăçĕпе ачалăхĕ çинчен лайăх пĕлни палăрчĕ. Ун хыççăн 1-9-мĕш классра вĕренекенсем «Янра чăваш чĕлхи», сăвă конкурсне хастар хутшăнчĕç. Петĕр Хусанкайăн, Митта Ваçлейĕн, Петĕр Çăлкуçăн, Петĕр Ялгирăн, Çеçпĕл Мишшин, Ваçлей Давыдов-Анатрин тата ытти чăваш çыравçисен, Тăван Çĕршыв, чăваш чĕлхи çинчен, аннене, паттăр Çĕнтерÿçĕ салтака халалланă сăвăсене ачасем хавхаланса, çĕкленÿллĕ кăмăлпа вуларĕç. Çĕнтерÿçĕсене паллах Чăваш чĕлхи эрнин юлашки кунĕнче Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе палăртĕç. Мероприяти вĕçĕнче ачасем «Иван Яковлевич Яковлев - чăваш халăхне çутта кăлараканĕ», кĕнеке куравĕпе паллашрĕç.