«Тӑван чӗлхе — amme ӑс-пуҫӗ, тӑван чӗлхе — анне сасси» ятлӑ уяв (Малобикшихская сб)

Ака уйặхẽн 25-мẽшẽнче, чặваш халặхне ҫутта кặларакан Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнặ кун, эпир кашни ҫулах Чặваш чẽлхи кунне паллặ тặватпặр.
Ҫак сặлтавпа паян, ака уйặхẽн 22-мẽшẽнче, Уҫырмари вặтам шкулẽнче «Тặван чẽлхе — amme ặс-пуҫẽ, тặван чẽлхе — анне сасси» ятлặ уяв иртрẽ. Уяв ẽҫ-хẽлне кẽҫẽн класра вẽрентекен Константинова С.Ф., Никандрова Л.А., Захарова Е.М. учительсем тата Уҫырмари вулавặш ертÿҫи Махминова И.Г. йẽркеленẽ. Ӗҫ тẽллевẽ: ачасене, ашшẽ-амặшẽсене тặван чẽлхене мẽншẽн юратмалли тата упрамалли ҫинчен ặнлантарасси, чặваш чẽлхин пуянлặхне уҫса кặтартасси, чặвашла калаҫма кặмặл-туйặм ҫуратасси. Уява ертсе пыраканẽ Уырмари вулавặш ертÿҫи пулчẽ.
Уявра ачасемпе аслисем хаваслặ кặмặл-туйặмпа, ҫẽнẽ ẽмẽтпе пуҫларẽҫ. Кашни юнашар ларакана хаклặ сặмах каласа савặнтарчẽ. Каярахпа пурте чặваш юррисемпе, ташшипе киленчẽҫ. Уйрặмах ачасене те, аслисене те ташặ картине тặма, юрặ юрлама, «Ҫẽрẽ памалла» чặваш вặййине выляма питẽ килẽшрẽ.
Уяв тặршшẽпех кẽҫẽн класра вẽренекенсем сặвặсем илемлẽ вуласа тẽлẽнтерчẽç.
Уява вẽҫленẽ май аслисем ачасене килẽшÿ, ặнлану, ырлặх, сывлặх, телей сẽнчẽҫ.