Чăвашла эпӗ калаҫатӑп, чӑвашла эпӗ шутлатӑп (Чагасьская сб)

Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чакаҫри культура çуртĕнче ӗçлекенсем Чакаꞔри вăтам шкулти 3-мӗшпе 6-мĕш класра вӗренекенсемпе тӗл пулчӗç (класс ертӳçисем- А.И.Яковлева, Л.И.Герасимова). Культура çурчӗн ертӳçи С.А.Васильева чăваш чӗлхин асамлăхӗ, вăрттăнлăхӗ çинчен ăнлантарса пачӗ. Чăваш хăйӗн çырулăхне ӗлӗкхи тӗрӗсенче те палăртни ꞔинчен каласа кăтартрĕ. Кӗпе çинче алăпа тӗрленӗ тӗрӗсем питӗ нумай, кашни тӗрринех вуласа пăхма пулать иккен. Паллах, хальхи саспаллисемпе вулаймастăн вӗсене, авалхисемпе кăна, кунта тӗпчемелли, пӗлмелли пайтах. Ахальтен каламаççӗ ӗнтӗ: «Аваллăхсăр пуласлăх çук». Ачасем ӗлӗкхи масмаксемпе тухьясене, хушпусене хальхисемпе танлаштарчӗç, сăнарӗç. Авалхи тӗрӗсенчи çырулăхран тӗлӗнчӗç, вӗсене тӗпчемеллине те палăртрӗç. Вӗсем пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем ăслă та анлă тавракурăмлă пулнине куçпа курса тӗлӗнчӗç те савăнчӗç. Сурпан тӗррисене тимлӗн сăнарӗç, вӗсем кашниех хăйне майлă хитре пулнине палăртрӗç
Вулавăш ертÿꞔи Т.Михайлова И.Я.Яковлев кун-çулĕ çинчен каласа презентаци кăтартрĕ, кӗнекесемпе паллаштарчӗ. Малалла ачасем Чăваш чĕлхи кунне халалласа йĕркеленĕ ал ăстисен куравĕпе паллашрĕꞔ. Светлана Алексеевна И.Я.Яковлев çырнă «Сармантей» юмах тăрăх ачасемпе пĕрле вăйă выляса илчĕ. Уяв савăнăçлă иртрĕ.