Пирĕн патра хăнара - Чăваш кĕнеке издательстви (ЦБ)

Ҫу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Канаш районĕн тĕп библиотекине Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсем килсе çитрĕç. Вĕсемпе тĕл пулма районти библиотекăсенче ĕçлекенсем, чăваш литературине юратакансем пуçтарăннă. Залра «Пирĕн ентешсем-пирĕн пуянлăх» ятпа кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Кунта пирĕн районтан тухнă сумлă та паллă çыравçăсен кĕнекисем вырнаçнă.
Чи малтанах тĕлпулăва ертсе пыраканĕ, районти тĕп библиотекăн çĕнĕ кĕнекесемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ М. Иванова Чăваш кĕнеке издательствин ертсе пыракан редакторне Федорова Ольга Леонидовнăна сăмах пачĕ. Вăл Чăваш кĕнеке издательствин ĕç-хĕлне çутатакан презентаципе паллаштарчĕ. Пирĕн республикăри тĕп издательство 102 çул ĕнтĕ чăваш халăхне тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесемпе тивĕçтерет, республикăн историне, чĕлхине, культурине, тавралăхне тĕпчекен кĕнекесем кăларать. Юлашки çулсенче тухакан кĕнекесем çулталăкра 100 ят е ытларах та пулаçсĕ. Издательство кăларакан литература яланах пысăк пахалăхĕпе палăрса тăрать, ахальтен мар Раççей шайĕнче ирттерекен конкурссенче çулсеренех малти вырăнсене йышăнать.
Çавăн пекех ача-пăча валли кăларакан литература илемлĕ те пысăк пахалăхлă. Вĕсене икĕ чĕлхепе кăларассине, вулакансен категорине палăртассине аван йĕркеленĕ.
Презентацире тин тухнă кĕнекесемпе те паллашма май пулчĕ. Ольга Леонидовна Паллă ентешсен çулĕ ячĕпе кăларма палартнă виçĕ альбом çинче те чарăнса тăчĕ, вĕсем кăçалхи çул тухассине пĕлтерчĕ.
Пухăннисене издательствăн ĕçĕ питĕ кăсăклантарчĕ: чăваш классикĕсен кĕнекисене çĕнĕрен кăларасси, сывă пурнăç йĕрки, православи уявĕсем çинчен калакан кĕнекесем библиотекăсенче сахалли пирки калаçрĕç, вырăсла-чăвашла словаре çĕнĕрен пичетлес ыйтăва хускатрĕç тата ытти сĕнÿсем те пулчĕç.
Издательство ĕçченĕсем юлашки вăхăтра тухнă кĕнеке куравне йĕркеленĕ. Пухăннисем вĕсемпе пысăк тимлĕхпе паллашрĕç. Кăмăла кайнă кĕнекесене туянма май пулчĕ. Килнисем иртнĕ тĕл пулăва пысăк хак пачĕç, килнĕ хăнасене тав туса ĕçре пысăк çитĕнÿсем сунчĕç.