Сӳнми кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши

Черченкӗ ҫеҫпӗл…
Вӑл хӑюллӑн
Юра сирсе тухать ҫут ирӗке.
Тӳсет,
Сивве ҫӗнет…
Кунҫулӗ,
Тен, ҫавӑнпа пуль ун кӗске…
Кӗске пулсан та,
Ҫавах мар-и
Вӑл чи малтан Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине,
Этем чунне ҫунат хушмалӑх,
Илсе ҫитет ҫурхи тӗнче сӑнне.
Ҫеҫпӗл Мишши пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа ҫӗртме уйӑхӗн 15 мӗшӗнче кӑҫал 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫак куна паллӑ туса Шӑхасан салинчи «Ҫеҫпӗл» ӑс-хакӑлпа пултарулӑх центрӗ умӗнче вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ патӗнче асӑну митингӗ иртрӗ.
Митинга уҫнӑ май Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Лариса Николаевна Сергеева сӑмах илчӗ. Кăвар чĕреллĕ поэт сăнарĕ пире халĕ те пурнăçа юратма, пуласлăхшăн кĕрешме, яланах хастар та хăюллă пулма вĕрентнине палӑртрӗ. Унӑн ятне асра тытса районта тӗрлӗ мероприятисем йӗркелени ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗ, Ҫеҫпӗл Мишшин фончӗн ертӳҫи, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Валерий Владимирович Туркай Ҫеҫпӗл Мишши чаплӑ та пуян, ӗҫӗсем манӑҫсӑр, вӗсене хакласа ҫитерме те ҫуккине каларӗ. Çеçпĕл сăввисенче хамăр тăван чĕлхен чăн – чăн пуянлăхĕ, илемлĕхĕ, вăйĕ пулнине палӑртрӗ. Унăн сăввине хумханмасăр вулама май çук, мĕншĕн тесен вĕсене Çеçпĕл пысăк туйăмпа çырнӑ. Валерий Туркай чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси, хисеплесси ҫемьерен пуҫланни ҫинчен сӑмах хускатрӗ. Аслисен ҫитӗнекен ӑрӑва мӑн асаттесен чӗлхине, унӑн илемлӗхне малалла тӑсма пулӑшмаллине каларӗ.
Малалла Валерий Туркай асӑну митингне Шупашкар хулинчен килнӗ хӑнасемпе паллаштарчӗ. Вӗсем чӑваш халӑхӗн паллӑ писателӗсемпе поэчӗсем: Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Раиса Сарпи, уйрӑм предприниматель Инесса Алексеева, чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗн корреспонденчӗ Алексей Енейкин, Ҫеҫпӗл Мишшин музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева, Шӑхасан салин паллӑ ҫыннисем Вячеслав Ильин тата Владимир Андреев. Вӗсем пурте поэтӑн сǎнарĕ, кашни юрри- сǎвви, сǎмахĕ чǎваш халǎхĕн чĕринче, асǎнче пурǎнни ҫинчен каларӗҫ.
Канаш тата Канаш районӗн «Германири Совет ҫарӗн ветеранӗсен» общество организацийӗн представителӗсем Светлана Петровна Рассадниковӑпа Игорь Леонидович Краснов кӑвар чӗреллӗ поэта асӑнса «Ҫеҫпӗл» ӑс-хакӑлпа пултарулӑх центрӗн литература кӗтесне парне пачӗҫ. Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн Хисеплӗ ӗҫченӗ Светлана Петровна Рассадниковӑн поэта асӑнса хӑй ҫырнӑ сӑвви пухӑннисен чун-чӗрине хускатрӗ.
Асӑну митингне хутшӑннисен йышӗнче Ҫеҫпӗл Мишшин тӑванӗсем те пулчӗҫ.
Митинг асӑну тӑхтӑмӗпе тата Ҫеҫпӗл Мишшин палӑкӗ умне чечексем хунипе вӗҫленчӗ.