Чӑваш Наци конгресӗн делегацийӗ – Канаш районӗнче

Чӑваш Наци конгресӗн делегацийӗ – Канаш районӗнче

Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Канаш районӗн тӗп библиотекинче Чӑваш Наци конгресӗн членӗсемпе ӗҫлӗ тӗл пулу иртрӗ. Конгресӑн Президенчӗ Валерий Клементьев ертсе пынипе Шупашкартан тата республикӑн чылай районӗнчи конгресс членӗсен пысӑк делегацийӗ килсе ҫитрӗ. Вӗсене библиотека ӗҫченӗсем хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ. Чи малтанах ҫӗнӗ кӗнекесемпе ӗҫлекен уйрӑмӑн пуҫлӑхӗ М.Н. Иванова ҫӗнелсе илемленнӗ ҫенӗ ӑру библиотеки тӑрӑх экскурси ирттерчӗ. Вӗсем «Импульс», «Вулава аталантармалли», «Информаци», «Креатив», «Интеллектуариум», «Book-лабиринт» центрӗсемпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ. Хӑнасене пурте интереслентерчӗ: вулавӑша камсем ытларах ҫӳрени, мӗнле кӗнекесем вулани, мӗнле мероприятисем ирттерни, чӑваш чӗлхине халӑх хушшинче мӗнле аталантарни тата ытти те. «Ҫеҫпӗл литература гостинӑйӗ» пурне те хӑйӗн хаклӑ экспоначӗсемпе тӗлӗнтерчӗ. Кунта иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче шкул ачисем алӑпа ҫырса кӑларнӑ «Ҫӑлтӑр» журналӗсемпе кӑсӑкланчӗҫ, аслӑ поэтӑмӑрӑн тӗрлӗ ҫулта тухнӑ кӗнекисемпе паллашрӗҫ, асӑну хӑми умӗнче сӑн ӳкерчӗксем ӳкерчӗҫ.  Ҫак пӳлӗмре Ҫеҫпӗл Мишши преми лауреачӗсем Светлана Асамат, Раиса Сарпи поэтсем, Антонина Андреева, Шупашкарти Ҫеспӗл Мишши музейӗн директорӗ пулни уйрӑмах пулӑмлӑ пулчӗ. Конгресс членӗсен малалли ӗҫӗ районти культура ҫуртӗнче иртрӗ.



23 сентября 2022
15:56
Поделиться