Литература викторини «Кăвар чĕре» (Новошальтямская сб)

Литература викторини «Кăвар чĕре» (Новошальтямская сб)

Чăвашăн мухтавлă ывăлĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 123 çул çитнĕ май, Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче, «Кăвар чĕре» ятпа литература викторини йĕркеленĕ. Шкулта вĕренекен ачасем малтанах Çеçпĕл Мишшин йывăр кунçулĕ çинчен калаçу-тишкерÿ итлерĕç, калаçнă май сăввисене вуларĕç, Лукиян Иванововăн «Тăм ÿкнĕ ир» кĕнекери новеллăсен сыпăкĕсене вуларĕç, «Поэт земли Чувашской» кĕнеке куравĕнчи  хайлавсемпе   паллашрĕç. Ун хыççăн Çеçпĕл Мишшин               сăввисенчен йĕркеленĕ викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç, Çеçпĕл Мишшине халалланă электронлă презентаци пăхрĕç. 



17 ноября 2022
17:04
Поделиться