Курав "Янра, чӑваш чӗлхи, янра" (Ямашевская сб)

Курав "Янра, чӑваш чӗлхи, янра" (Ямашевская сб)

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ямаш шкулӗн 6-мӗш класӗнче ӑс пухакансем вулавӑша пуҫтарӑнчӗҫ. "Тӑван чӗлхем - чунри хӗлхем" чӑваш чӗлхи каҫӗ иртрӗ кунта . "Янра, чӑваш чӗлхи, янра" кураври кӗнекесемпе паллашрӗҫ вӗренекенсем, П Хусанкай сӑввисене вуларӗҫ, И. Я. Яковлевӑн пархатарлӑ ӗҫӗсене палӑртса хӑварчӗҫ. Ӑмӑртӑва та хутшӑнчӗҫ ачасем: хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗҫ, тавра курӑма анлӑлатрӗҫ, чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗпе илемне ҫирӗплетсе тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫларӗҫ .
Манас марччӗ атте-анне чӗлхине. Ирӗккӗн те уҫҫӑн янӑратӑр тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи.



24 апреля 2024
08:14
Поделиться