Петĕрпе Павăл апостолсен кунне уявлани (Новошальтямская сб)

Петĕрпе Павăл апостолсен кунне уявлани (Новошальтямская сб)

Йăлана кĕнĕ йĕркепе июлĕн 12-мĕшĕнче православи чиркĕвĕ Петĕрпе Павăл апостолсен кунне уявларĕ. Çак кун Питрав типпи те хыçа юлчĕ.
Мĕн авалтан ăруран-ăрăва куçса пыракан праçнике Çĕнĕ Шелттем ялĕнче кашни çyлах хавас кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ. Палăртнă вăxăта культура çyрчĕ yмне ял халăxĕ, xyларан килнĕ xăнасем йышлăн пуçтарăнчĕç. Лапам часах юрă-кĕвĕпе, вăйă-кулăпа тулчĕ. Культура çурчĕ çyмĕнчи пултарулăx yшкăнĕceн юрри-ташши те пухăннисене хавхалану кÿчĕ, вăй-хал хушрĕ тейĕн.
Уяв тумлă йышлă ушкăн ял урамĕceмпе утса Питрав юрри юрлаcа çaврăнчĕ, лапамра вара пĕтĕм халăx Аслă вăйăра савăнчĕ: хавас юрăceм юрларĕç, чăваш ташшине киленсе ташларĕç, вăйă-кулăра ăмăртрĕç. Маттуррисем, пултаруллисем парнесене тивĕçрĕç. Уява пухăннă xaлăx căрипе те, какай-шÿрпипе те, шашлăкпа те сăйланчĕ.
Лапамра ачасен теттисене сутассине тата пит çине ÿкерсе илемлетессине, çyмри лавккара тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç, пылак шывсем сутассине йĕркеленĕ.
Caвăнăçлă иртрĕ уяв, саламсем те нумай пулчĕç, кăмăлсем те тулли. Тепĕр Питрав уявĕччен аван та сывлăxлă пурăнар.
Уява пухăннисене, парнесемпе тивĕçтерекенсене пурне те чĕререн Тав că махĕ!



15 июля 2024
15:42
Поделиться