Ватӑ ҫынсен кунӗ — таса та ҫутӑ уяв (Мокринский пв)

Ватӑ ҫынсен кунӗ — таса та ҫутӑ уяв, пирӗн атте-аннесен, асаннесен, асаттесен, кукаçейсен, кукамайсен уявӗ. Ҫак уяв обществӑна ҫеҫ мар, тӑвансене те хӑйпе юнашар ҫынсем пурӑнни ҫинчен аса илтерет.
Çав куна халалласа Мӑкӑр ялӗнче библиотекӑра ӗҫлекен Константинова Е.А.тата ялти активлӑ ҫынсем ватӑсене килĕсене кайса саламланă.
Ҫитес шӑматкун клуба ваттисен кунне халалланӑ концерта чӗннӗ.