«Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кěнеке - 2024» (Новошальтямская сб)

«Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кěнеке - 2024» (Новошальтямская сб)
Ҫак кунсенче, Республика шайěнче ҫулсерен иртекен «Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кěнеке - 2024» ятпа конкурс иртет. Унăн тěп тěллевě, халăхăн вулас туртăмне тата кěнеке пěлтерěшне ӳстересси. Ҫěнě Шелттем ял вулавăшěче конкурса хутшăнса «Литературăллă Чăваш Ен: кěнеке – 2024» ятпа курав йěркеленě. Кунта Чăваш кěнеке издательствинче 2024 ҫулта пичетленсе тухнă 30 кěнеке хăйсен вырăнне тупнă. Ку куравпа аслă ҫултисем те, кěҫěнннисем те кăмăлласах паллашаҫҫě. Аслăрах ҫултисем А.А.Афанасьевăн «Юманлăх ҫулҫă тăкмарě» (роман), А.Н. Русаковăн «Турхан сăмахě» (роман), Улькка Эльменěн «Интернетри юрату» (повесть), Е.Г.Алексеевăн «Пилеш куҫҫулě» (калавсем), Альбина Юратун «Пěр ывăҫ канфет» (калавсем) кěнекисене кăмăлласа вулаҫҫě. О.Михайлован «Пěрремěш ҫěнтерӳ», В.Андреевăн «Ачалăх сăввисем», В. Николаевăн «Маттурсем-хастарсем» хайлавěсене аслă классра вěренекенсем тата яш-кěрěм кăмăлларěҫ. Акă О. Михайлован «Пěрремěш ҫěнтерӳ» кěнекине 9 калав кěнě. Вěсенче ҫамрăк автор ачасемпе яш-кěрěмěн кулленхи пурнăҫне, шухăш-ěмěтне ҫутатать. Унăн геройěсем ырă кăмăллă, ěҫпе вěренӳре хастар, чăн-чăн туслăха хаклама пěлеҫҫě, аслисене хисеплеҫҫě.
Кураври 16 кěнеке ача-пăча валли ҫырнă хайлавсем. Калас пулать, кěнеке тусěсем вěсемпе питě кăмăллă, вулама интереслě, ӳнерҫěсем илемлě ӳкерчěсем кěртес енěпе нумай тăрăшнă. Кěнекесене вуласан нумай лайăххине, ҫěннине пěлетěн, тавра-курăм ӳсет. Вулавҫăсене кěнекесемпе тата та ҫывăрах паллаштарас тěллевпе вулавăшра, шкулта тишкерӳсем, калаҫусем тата ытти тěрлě мероприятисем иртеҫҫě.
Ҫак кунсенче вулавăшра 1-4 классра вěренекен ачасемпе «Кěнекесем – пирěн туссем» ятпа кěнеке уявě иртрě. Малтанах кěнеке тусěсене, ял вулавăш ертӳҫи Иванова Т.В. конкурс положенийěпе паллаштарчě. Ҫавăн пекех ял вулавăшě йěркеленипе пирěн вулавҫăсем ҫак конкурса кашни ҫулах питě хастар хутăннине палăртрě.
Малалла ачасем З.Сывлăмпин «Хăюллă пакша», М.Карягинан «Ачаш ача» кěнекесенчи ҫутҫанталăк, чěрчунсем, туслăх ҫинчен ҫырнă сăвăсене юратса вуларěҫ, йывăҫ-курăк ячěене пěлес шутпа «Пěлетěн-и?» викторинăра тупăшрěҫ. М.Карягинан «Ачаш ача» кěнекери «Пӳрне вăййи» сăвă пурне те килěшрě, ачасем кăшăла тăрса юрласа ҫаврăнса та вылярěҫ. Л.Н.Петрован «Кун ячěсем» кěнекепе паллашни те ачасемшěн питě усăллă пулчě. Сăвăлла юмахсем пěчěк вулакансене кун ячěсемпе паллаштараҫҫě. Эрнери кунсем хаваслă пурăнаҫҫě. Вěсенчен кашниех юратнă ěҫпе аппаланать, юлташěсемпе вылять тата хăнана ҫӳреме кăмăллать. Сăвăлла юмахсене кашни саспа вуласа кун ячěсемпе тěплěн паллашрěҫ кěнеке тусěсем. Юлия Силэм ҫырнă «Хěвел питлě кукăль» кěнекери калавсене, юмахсене вуласа тухнă хыҫҫăн ачасене нумай ыррине ăша хывтарчě, унпа вěсем чăваш халăхěн ытарлă сăмахěсем пурнăҫра мěнле пулăшса, вěрентсе пынине пěлчěҫ.
О.Австрийскаян «Пěррехинче кайăк-кěшěк картишěнче» кěнекипе паллашнă хыҫҫăн вара, килти чěрчунсене мěнле пăхмаллине, упрамалли ҫинчен калаҫрěҫ. Юлашкинчен кěнеке тусěсем килте вулама кěнекесем суйларěҫ, «Кěркунне» темипе ӳкерчěксем сăрлама кăмăлларěҫ.
Мероприятие вěҫлесе вулавăш ертӳҫи ачасене кěнекепе яланах туслă пулма, ăна упрама канаш пачě. «Кěнекепе яланах туслă пулăр. Кěнеке вăл – тус, юлташ, ăс паракан», - вěҫлерě сăмахне вăл.


14 октября 2025
11:35
Поделиться