"Кăвар чĕре" (Новошальтямская сб)

"Кăвар чĕре" (Новошальтямская сб)
ПИРӖН ҪЕҪПӖЛ
Канаш районӗнче ҫуралнӑ
Чӑваш ачи - Кузьмин Мишша.
Ҫак ҫӗр ҫине ырӑ ят хӑварнӑ,
Мухтав та пысӑк чыс ӑна!
Кун-ҫулӗ унӑн тертлӗ иртнӗ,
Чӗрийӗ тапнӑ шӗл кӑвар!
Чӑваш сасси ян-н кайӗ тенӗ
Шупашкартан Кавал таран!
Хушма ятне вӑл Ҫеҫпӗл илнӗ.
Ҫук, шеллемен ӑна шӑпа... Инкекӗ курӑнмасӑр килнӗ,
Тылланӑ ахӑр самана...
Юратнӑ амӑшне хӗрхеннӗ
Ҫемье тӗрекӗ пулна май.
Тыр вырнӑ, акнӑ - хыт тертленнӗ,
Хура ӗҫре вӑл пиҫӗхнӗ самай!
Шӑхасана ҫул тытнӑ Ҫеҫпӗл
Пӗлӳ пухса малашлӑха утма.
Чи пирвайхи сӑвви тӗрленнӗ
Ыр пурнӑҫ килессе шанса.
Анчах вӑл килмӗ самантрах -
Ырришӗн кӗрешес пулать вӑрах!
"Ҫӗн Кун Ачи! Ҫӗнӗ пурнӑҫӑн калчи,
Кӑвар чӗреллӗ эс. Кӑвар чӗлхеллӗ!
Кӑвар чӗрӳ - пин ҫын чӗри!
Чӗрӳ юрри - пин ҫын юрри..."
Эс ҫырнӑ кулянса та ӗненсе,
Куҫҫульпеле вулатпӑр тӗлӗнсе!
Ҫапах, пиччеҫӗм, эсӗ ан хурлан,
Тӑван чӗлхем янрать паян.
Татайтӑр тимӗре ҫак хурҫӑ сас!
Чӗлхеҫӗм, эс пӳрришӗн чун хавас!
Елена Васильева.
Кӑвар чӗреллӗ мухтавлӑ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа паян 126 ҫул ҫитрӗ. Чаплӑ сӑвӑҫ Канаш районӗнчи Касаккасси ялӗнче 1899 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Кун-ҫулӗ кӗске, шӑпи синкерлӗ пулнӑ Михаил Кузьмич Кузьминӑн.
Хӑйĕн кĕске ĕмĕрĕнче, чӑвашсен пуласлӑхĕшĕн чунĕпе хыпса ҫуннӑскер, чылай пĕлтерĕшлĕ ĕҫ тума ĕлкĕрнĕ. Тӑван халӑх поэзийĕ тата та илемлĕрех янӑратӑр тесе пусӑм йĕркине ҫирĕплетсе хӑварнӑ.
Чӑваш литературин тĕпчевҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫеҫпĕл Мишши пултарулӑхĕ - литература тӳпинчи чи ҫутӑ ҫӑлтӑрсенчен пĕри.
Çĕнĕ Шелттем ял библиотекиниче "Кăвар чĕре" ятпа ентеш-поэтăмăра халалланă кĕнеке куравĕ yмĕнче калаçy тата тишкерÿ иртрĕ. Вулавçăceм Çeçпĕл Мишшин йывăр та тертлĕ пурнăç çyлĕ çинчен каласа пание хумxанса итлерĕç, "Хурăç шанчăк", "Чăваш арăмне", "Чăваш ачине", "Çĕнĕ кун аки" сăввисене вуласа тишкерчĕç".


17 ноября 2025
09:25
Поделиться