Час творчества (Шоркасинский пв)
Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2020 ҫул указ кӑларнӑранпа чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗрри кунне паллӑ тӑватпӑр. Сире ҫитсе пыракан ҫак илемлӗ уяв ячӗпе те паян саламлатпӑр! Чӑваш Çӗршывӗ чӑнласах мӑнаҫлӑ та пуян! Эпир хамӑр Çӗршывпа мухтанатпӑр, хӑватланатпӑр!
Чӑваш тӗрри кунне халалласа Шуркасси вулавӑш ҫуртӗнче эрнере икӗ кун ал –ӗҫ тӑвакансен сехечӗ иртет. Çак ӗҫе дизайнера тата ятарлӑ тӗрӗ тӗрлекенсен курсне вӗренсе тухса сертификат илнӗ Л.Сорокина ертсе пырать. Хӗрарӑмсем масмак тата умҫакки тума вӗренеҫҫӗ.
Паянхи кун пире пушшех те ĕлĕкхи, ват асаттесемпе асаннесем тăхăннă тумӗ кăсăклантарать. Çаванпа эпир вӗсене май килнӗ таран ытларах упраса хӑварма тӑрӑшатпӑр. Çӗвӗҫсемпе тӗрӗ тӗрлекенсем вара авалхи ӗҫсене ҫӗнетсе халӑх ҫине ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пирӗн ял хӗрӗ Л.Анатольевна ӗҫӗсемпе тунӑ чӑваш тумӗ тӑхӑнса, Чӑваш тӗрри кунӗнче, Шуркасси клубӗнче ятарлӑ мероприяти иртӗ.