Час знакомства «Мухтанатпӑр ентешпе» (Шоркасинский пв)

Час знакомства «Мухтанатпӑр ентешпе» (Шоркасинский пв)

Чӳк уйăхĕнче Лидия Михайловна Саринен çуралнã кунĕ иртрĕ. Пирĕн тãрãхра Саринене палламан çын çук та пулĕ. Мӗншӗн тесен вал Кӑшнаруй тӑрӑхне кӗрекен Аслаялта ҫуралса ӳснӗ. Паянхи кун вãл час-часах Шуркасси вулавãш çурчӗн хãни. Мероприятисенче Лидия Михайловна хãйĕн ĕçĕсемпе паллаштарать, сӑввисене вуласа парать. Ентешӗн çуралнã кунне халалласа вулавãш çуртĕнче «Мухтанатпӑр ентешпе» паллашу сехечĕ иртрĕ. Тĕл-пулура библиотекарь Л.Филиппова вулакансене Лидия Михайловна биографийĕпе тата творчествипе паллаштарчĕ, унãн сãввисене вуласа пачӗ. Вулавãш çуртĕнче Сарине ĕçĕсемпе ятарлã стенд «Пирĕн ентеш, паллӑ ҫыравҫӑ -Лидия Сарине» тата «Лидия Сарине ĕçĕсем» кĕнеке выставки ĕçлет.
Эпир пирӗн ентеш сӑвви-калавӗсене вуласа савãнатпãр, ун ӗҫӗсемпе мухтанатпãр. Малалла творчествãра пысãк çитĕнÿсем тума çирĕп сывлãх, ãнãçу, телей сунатпãр.



24 ноября 2025
08:21
Поделиться