Чÿк уйăхĕн 26-мӗшӗ - Чăваш тӗррин кунĕ (Новошальтямская сб)
Тăван халăха çутта кăлараканӗ И.Я.Яковлев пирӗн çӗр пин сăмах, çӗр пин юрă, çӗр пин тӗрӗ пур, тенӗ.
Ăçтан тупăннă-ши несӗлсен çавăн чухлӗ пуянлăх? Тӗпчевçӗсем палăртнă тăрăх, ку халăх хăйӗн йăли-йĕркине çирӗппӗн пăхăнса упранинчен килнӗ. Акă, тӗслӗхрен, çуркунне çамрăксем вăйă картине тăнă. Кашни хӗрачан çак уява тӗрлесе çӗленӗ тумпа, çӗнӗ юрăпа тухмалла пулнă. Кӗввине те, сăввине те, кӗпине те хăех вăрăм хӗл кунӗсенче хатӗрленӗ. Çамрăксем илемлӗ юрă шăрантарнă, хитре кӗписен ÿкерчĕкĕсене пӗр-пӗринчен илсе малалла аталантарнă. Çапла вара, сăмахӗсем, юррисем, тӗррисем çулран-çул хушăнса пынă. Халăх ăстисем авалхи маçтăрсенчен вӗренсе ӗҫӗсене капăр та пахарах тума тăрăшнă.
Чăваш халăх искусстви пуян та нумай енлӗ. Унăн тӗп тӗслӗхӗнчен пӗри – тӗрӗ эрешӗ. Чăваш чунĕ яланах хитре патне туртǎннǎ. Çавǎнпа унǎн кил-çуртне тĕрленĕ, йывǎçран касса эрешленĕ тата хǎваран авнǎ япаласем, тǎм савǎт-сапа илемпе хǎтлǎх кÿнĕ. Тĕрĕ ǎсталǎхĕ уйрǎмах вǎйлǎ аталаннǎ пулнǎ. Халǎх ĕмĕчĕ-шухǎшĕ, вǎл илеме еплерех ǎнланнине шǎпах çак искусствǎра палǎрнǎ. Тĕрĕпе чǎвашсем тумтире çеç мар, пÿрт ăшчиккине те илемлетнĕ. Авалхи эрешсенче тĕнче тытăмĕ çинчен шухăшлани, ăна аталантарма тăрăшнине палăртаççӗ чăваш ăсчахĕсем. Сăмахран, хĕрарăм кĕпи çинчи кĕскĕ – хĕвеле, сунтăк – тĕнче тĕнĕлне, масмак çинчи ÿкерчĕксем çĕрпе тÿпене, çăлтăрсене, тусене тата ытти нумай япалана пĕлтернĕ. Çакăнпа пĕрлех ĕлĕкхи эрешсенче «çыру тĕрри» анлă тĕл пулать. Унпа уйрăмах çанă вĕçĕсене, кĕпе умне капăрлатнă. Халăх тавракурăмӗ аталанса пынă май тӗрӗ мифологилле шухăш-туйăмсемпе аваллăх символӗсенчен тасалса илемлӗх туйăмӗ пуянланса пынă.
18-19-мӗш ӗмӗрсенчи чăваш эрешӗсем уйрăмах хитре. Вăл вăхăтри тӗрӗ çыруçисем эрешсене ытларах чухне тăваткал-тăваткал е темиçе кӗтеслӗ пайсенчен йӗркеленӗ. 20-мĕш ӗмӗрте чăваш тӗрри-эрешне аталантарасси ăслăлăх шайне çитнӗ.
Тӗрӗ вăл – чăвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри. Чăваш тӗррин илемӗ такам чунне те канăçтарма пултарать, куçа илӗртет.
Пирĕн халăх тĕррине тĕнчипех пĕлеççĕ. Вăл Англири, Бельгири, Италири, АПШри тӗрлӗ выставкăсенче паллă вырăн йышăнать. Ĕлĕкхи тĕрĕсем пире халĕ те хăйсен илемĕпе тĕлĕнтереççĕ, савăнтараççĕ. Вĕсене çынсем тĕрленине ĕненес те килмест.
Ытларах шурă пир çине тĕрленĕ. Çипписем çутçанталăкри тĕссене çывăх пулнă. Ытлашши йăмăх тĕссене килĕшÿсĕр тесе шутланă. Хӗрлӗ тӗс – юн, пурнăç, ӗç. Симӗсси вара – çут çанталăк. Сарă тӗс – хӗвел, телей. Шурă тӗс – чун тасалăхӗ, çутă кун. Хура – хура халăхăн çӗр тӗсӗ, халăх вăйӗ. Вырăссен паллă тӗпчевçи П.Паллас чăваш тӗрри çинчен çапла каланă: «Кăвак, хӗрлӗ, хура тӗссемпех тӗлӗнмелле тӗрӗ тăваççӗ».
Чăваш тĕрринче кашни çĕввĕн хăйĕн вырăнĕ пулнă, тĕрлĕ япала валли тĕрлĕ çĕвĕпе усă курнă. Тĕслĕхрен, пĕр енчен çеç курăнакан япаласене – кĕпене, масмака пĕр енлĕ çĕвĕсемпе илемлетнĕ: хĕреслĕ тĕрĕпе, хантăспа. Икĕ енĕ те пиччĕн япаласене – сурпана, çулăка, хĕр пĕркенчĕкне – йĕпкĕн, шулам, каснă шăтăклă çĕвĕсемпе усă курса тĕрленĕ.
Чăваш кил-йышĕнче хĕрачасене 6-7 çултах тĕрлеме вĕрентнĕ. 10-12 çул тĕлне вĕсем хăйсемех тĕрĕсем шухăшласа кăларса тĕрлеме пултарнǎ. Пир татăкӗ унăн аллинче искусствăн чăн-чăн произведенийӗ пулса тăнă. Ӗмӗрсем иртсен те чăваш тӗррин илемлӗхӗ çухалмасть.
Чăваш тӗррин кунне халалласа Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче «Чăваш тӗрри - халăх мерченĕ» ятпа курав-уяв иртрӗ. Тĕлпулура Е.Анисимов ячĕпе хисепленсе тăракан Шелттем шкулĕ ҫумӗнчи «Ҫӑлтӑрчӑк» ача сачӗн ачисем, вӗрентекенӗсем, культура ӗҫченӗсем, ял ҫыннисем пулчĕç. Бибилотека ертÿçи Иванова Т.В. тĕрĕ чăвашсен чи авалхи искусствисенчен пĕри пулни пирки каласа панине итлерĕç. Тĕрĕри паллăсем, çĕвĕсем, мĕнле тĕссемпе тĕрлени çинчен каланине те пухӑннисем кăсăкланса итлерĕç. Малалла уява пухӑннисене кӗҫӗн туссем чӑвашла та вырӑсла та сӑвӑсемпе, юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ. Аслисемпе пӗрле кӗҫӗннисем те чӑваш халӑх юррине «Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать» юрра шӑрантарчӗҫ, унтан кӑшӑла тӑрса «Илемлӗ, илемлӗ» юрра юрласа ҫаврӑнчӗҫ, чӑваш ташшине те такмакласах ташларӗҫ.
Хĕр-хĕрарăмсем хăйсен çипуçне ăçта упранă-ха ĕлĕк? Паллах, арчара тата çÿпçере. «Асанне арчинче», «Çÿпçере» тем те упраннă иккен: тĕрленĕ алшăллисем, кĕпе-саппун, сурпан, тухъя-хушпу, сĕлкĕ тата тем те пĕр. Çак тупрапа, илемлĕхпе алăпа тытса пăхса тĕлĕнсе паллашрĕç ачасем.
Чăваш тĕрри кунне халалланă илемлĕ уяв Чăваш тĕррипе паллаштаракан кĕнекесем çинчен калакан ярăмпа вĕçленчĕ.