«Шухӑша вӗꞔтереймӗн ꞔилпе…» поэзи сехечӗ (Чагасьская сб)
«Тус-тăванлăхпа юрату çинче
Тытăнса тăрать пӗтӗм çут тĕнче.
Пĕлĕр упрама чун пуянлăхне,
Йывăр чух тăсар алă пĕр-пĕрне», - янăрать юрӑ уçлăха вирхĕнсе тухасла...
Çак йĕркесенче – пирĕн пурнăç философийĕ, Турă этемлĕхе пилленĕ вĕрентÿ. Ăcа вĕрентекен йĕркесене ялан асра тытса пурнăç сукмакĕпе пĕр тикĕс утма хистет пире сӑвӑꞔ.
Шел, илемлĕ, чуна пырса тивекен юрӑри сăмахсен авторĕ Валерий Самойлов-Раштав пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Пурăннă пулсан кӑꞔал раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче 50 çул тултармаллаччĕ. Кун-çул чуппийĕ уншăн 2021 çулхи май уйăхĕн 26-мĕшĕнче татăлнă.
Валерий Раштав поэта халалласа Чакаꞔри М.В.Серов ячӗллӗ вӑтам шкулта 9-10 класра вĕренекен ачасемпе Чакаꞔри вулавӑш ӗҫченӗ Т.Михайлова «Шухӑша вӗꞔтереймӗн ꞔилпе…» поэзи сехечӗ ирттерчӗ. Малтанах библиотекарь поэт кун-ҫулӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, «Телей кайӑкӗ» электронла курав-тишкерӳ ирттерчӗ, Раштав юррисенчен хатӗрленӗ видеоклип кӑтартрӗ. Малалла ачасем поэт сӑввисене пӑхмасӑр вуларӗҫ.
Тарӑн шухӑшлӑ сӑвӑсене Валерий мӗн ачаранах ꞔырнӑ пулин те, чи малтан вӑл поэзире мар, эстрадӑра палӑрчӗ. Раштав ятне чӑваш тӗнчи шӑпах унӑн сӑввисемпе хывнӑ юрӑсем тӑрӑх пӗлчӗ. Фарида, Алексей Московский, Сергей Павлов, Андрей Думилин, Евгений Кузнецов тата ытти юрӑꞔсен репертуарӗнчи юррисем чӑн-чӑн хитсем пулса тӑчӗꞔ.
Валерий Самойлов-Раштав Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче 1975 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче çуралнă. Тăван ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕреннĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче (1993-1998 ç.ç.) аслă пĕлÿ илнĕ.
2013 çулта унăн пĕрремĕш кĕнеки - «Шухăша вĕçтереймĕн çилпе» ятлă сăвăсен пуххи - пичетленсе тухнӑ, «Телей кайӑкӗ» тата «Кушак ꞔури» кӗнекисем – 2018 ꞔулта.
Раштавӑн ансат чӗлхеллӗ, ꞔав вӑхӑтрах шухӑшлама вӗрентекен, пурнӑꞔ илемне, телее, туслӑхпа тӑванлӑха упрамалли ꞔинчен калакан сӑвӑ ꞔаврисем чуна пырса тивеꞔꞔӗ.
Раштав – йывӑр чире парӑнман сӑвӑꞔ. Килпетсӗр инкеке пула сусӑрланса юлни унӑн чун хавалне пӗтермен, сӑвӑ-юрӑ ꞔырас туртӑмне чакарман. Йывӑрлӑха пӑхмасӑр алӑ усманни, ниме пӑхмасӑр ыррине шанни пирӗншӗн тӗслӗх пулса тӑрать.